Пахчана ятӑм шур путек те
Пахчана ятӑм шур путек
Сарӑ чечексе(не) суйлама.
Рекрутская песня средненизовых чувашей
Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР
Пахчана ятӑм шур путек те
Пахчана ятӑм шур путек
Сарӑ чечексе(не) суйлама.
Ах, суйлассине суйларё те
Ах, суйлассине суйларё,
Ҫиме вӑхӑчӗ пулмарӗ.
Пуҫӑма ятӑм ирӗке те
Пуҫӑма ятӑм ирӗке
Сарӑ каччӑсе(не) суйлама.
Ах, суйлассине суйларӗ те
Ах, суйлассине суйларё,
Пурӑнма вӑхӑчӗ пулмарӗ.
Пӑтти те пиҫнӗ, ҫӑв хунӑ та
Пӑтти те пиҫнӗ, ҫӑв хунӑ,
Ҫиес килмес-ҫке ман, анне.
Лашине кӳлнӗ, ҫавӑрнӑ та
Лашине кӳлнӗ, ҫавӑрнӑ,
Каяс килмес-ҫке ман, атте.
Пахчаран тухрӑм, тайӑлтӑм та
Пахчаран тухрӑм, тайӑлтӑм,
Пӗтӗм кил-йышран уйрӑлтӑм.
Пахчана ятӑм шур путек
Сарӑ чечексе(не) суйлама.
Ах, суйлассине суйларё те
Ах, суйлассине суйларё,
Ҫиме вӑхӑчӗ пулмарӗ.
Пуҫӑма ятӑм ирӗке те
Пуҫӑма ятӑм ирӗке
Сарӑ каччӑсе(не) суйлама.
Ах, суйлассине суйларӗ те
Ах, суйлассине суйларё,
Пурӑнма вӑхӑчӗ пулмарӗ.
Пӑтти те пиҫнӗ, ҫӑв хунӑ та
Пӑтти те пиҫнӗ, ҫӑв хунӑ,
Ҫиес килмес-ҫке ман, анне.
Лашине кӳлнӗ, ҫавӑрнӑ та
Лашине кӳлнӗ, ҫавӑрнӑ,
Каяс килмес-ҫке ман, атте.
Пахчаран тухрӑм, тайӑлтӑм та
Пахчаран тухрӑм, тайӑлтӑм,
Пӗтӗм кил-йышран уйрӑлтӑм.
