Сиксе вӗрет, ай, сӑмавар,
Сиксеех вӗрет сӑмавар,
Кӑмрӑксӑр мар у, кӑмрӑкпа.
Рекрутская песня средненизовых чувашей
Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР
Сиксе вӗрет, ай, сӑмавар,
Сиксеех вӗрет сӑмавар,
Кӑмрӑксӑр мар у, кӑмрӑкпа.
Сиксе тухать, ай, ҫамрӑк чун,
Сиксеех тухать ҫамрӑк чун,
Хуйхӑсӑр мар у, хуйхӑпа.
Вырӑсла хапха, ай, йывӑрри,
Вырӑсла хапха йывӑрри,
Эпирех уҫса хупнӑ пуль.
Ҫакӑнта мана, ай, йывӑрри,
Ҫакӑнта мана йывӑрри,
Еплерех иртсе ҫитнӗ-ши?
Хӑпарса ухрӑм, ай, ту ҫине,
Хӑпарса ухрӑм ту ҫине,
Ҫаврӑнса пӑхрӑм ял ҫине.
Сиксеех вӗрет сӑмавар,
Кӑмрӑксӑр мар у, кӑмрӑкпа.
Сиксе тухать, ай, ҫамрӑк чун,
Сиксеех тухать ҫамрӑк чун,
Хуйхӑсӑр мар у, хуйхӑпа.
Вырӑсла хапха, ай, йывӑрри,
Вырӑсла хапха йывӑрри,
Эпирех уҫса хупнӑ пуль.
Ҫакӑнта мана, ай, йывӑрри,
Ҫакӑнта мана йывӑрри,
Еплерех иртсе ҫитнӗ-ши?
Хӑпарса ухрӑм, ай, ту ҫине,
Хӑпарса ухрӑм ту ҫине,
Ҫаврӑнса пӑхрӑм ял ҫине.
