Урамах вӑрӑм тееҫҫӗ,
Еплерех ишсе тухам-ши, тухам-ши?

Рекрутская песня средненизовых чувашей

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Урамах вӑрӑм тееҫҫӗ,
Еплерех ишсе тухам-ши, тухам-ши?

Ӗмӗрех вӑрӑм тееҫҫӗ,
Епле пурӑнса ирттерес, ирттерес?

Унтарах урам, ярт урам,
Ик айккипе сар чечек, сар чечек.

Ик айккипеле сар чечек,
Пӗр чечекне те татмарӑм, татмарӑм.

Пёр чечекне те татмарӑм,
Татнӑях ятне эп илтрӗм, эп илтрӗм.