Шур чӑланта шур часси,
Ҫапас вӑхӑт ҫитрӗ пуль.
Ай, тӑвансем, тантӑшсем,
Каяс вӑхӑт ҫитрӗ пуль.

Рекрутская песня средненизовых чувашей

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Шур чӑланта шур часси,
Ҫапас вӑхӑт ҫитрӗ пуль.
Ай, тӑвансем, тантӑшсем,
Каяс вӑхӑт ҫитрӗ пуль.

Энӗш кукри ҫич кукри,
Ҫич кукӑрта хура ҫырла.
Хура ҫырлана хурт ҫирӗ,
Ман телее йыт ҫирӗ.

Чупса антӑм ҫырмана
Кӑвак хут укҫа пуҫтарма.
Кӑвак хут укҫа пичетсӗр,
Ман ҫамрӑк пуҫ телейсӗр.

Хурамал урам(ӗ) ярт урам,
Епле утса тухам-ши?
Ҫак ҫуралнӑ кил-ҫуртран
Епле уйрӑлса тухам-ши?

Чӑнкӑр-чӑнкӑр чӗн йӗвен
Тӑрса юлчӗ йӑрхаха.
Чун юратнӑ сарӑ хӗр
Тӑрса юлчӗ тӑлӑха.

Алӑкран тухрӑм, тайӑлтӑм, —
Аттепе аннерен уйрӑлтӑм.
Хапхаран тухрӑм, тайӑлтӑм, —
Тӑванпа ял-йышран уйрӑлтӑм.

Чупрӑм, у(лӑ)хрӑм сӑрт ҫине,
Ҫаврӑнса пӑхрӑм ял ҫине.
Ялӑм юлчӗ хыҫала,
Тӑвансем юлчӗҫ макӑрса.