— Ӑҫта кая(тӑ)н, — тесе ыйтрӑм
Эп сар кайӑк чӗппинчен.
— Ӑҫта кая(тӑ)н, тесе ыйтрӑм
Эп сар кайӑк чӗппинчен.

Рекрутская песня низовых чувашей

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

— Ӑҫта кая(тӑ)н, — тесе ыйтрӑм
Эп сар кайӑк чӗппинчен.
— Ӑҫта кая(тӑ)н, тесе ыйтрӑм
Эп сар кайӑк чӗппинчен.
Вӑл та, мӗскӗн, пирӗн пекех
Уйрӑласшӑн ӗҫсенчен.
Вӑл та, мӗскӗн, пирӗн пекех
Уйрӑласшӑн ӗҫсенчен.

Сар кайӑксем чив-чив теҫҫӗ
Чӗппи тухнӑ вӑхӑтра.
Сар кайӑксем чив-чив теҫҫӗ
Чӗппи тухнӑ вӑхӑтра.
Эпир ҫа(вӑ)м пек савӑнас ҫук
Ӳссе ҫитнӗ вӑхӑтра.
Эпир ҫа(вӑ)м пек савӑнас ҫук
Ӳссе ҫитнӗ вӑхӑтра.

Анне, мана вӑрҫаттӑн:
— Ӗҫлеместӗн, — тееттӗн.
Анне, мана вӑрҫаттӑн,
— Ӗҫлеместӗн, — тееттӗн.
(Ӗ)ҫлемен ачу аса килсен,
(Ӗ)ҫлекен ӗҫне пӑрахӑн.
(Ӗ)ҫлемен ачу аса килсен,
(Ё)ҫлекен ӗҫне пӑрахӑн.

Анне, эсӗ ҫывӑрнӑ-и?
Анне, эпӗ ҫывӑрнӑ.
Анне, эсӗ ҫывӑрнӑ-и?
Анне, эпӗ ҫывӑрнӑ.
Ҫывӑрнӑ та тӗлӗк курнӑ,
Хура ҫырла пуҫтарнӑ.
Ҫывӑрнӑ та тӗлӗк курнӑ,
Хура ҫырла пуҫтарнӑ.

Хура ҫырла пуҫтарни вӑл —
Эп салтака каясси.
Хура ҫырла пуҫтарни вӑл -
Эп салтака каясси.
Хура ҫырла ҫинийӗ вӑл —
Эсир йӗрсе юласси.
Хура ҫырла ҫинийӗ вӑл —
Эсир йӗрсе юласси.