Кӑвак кӑвакарчӑн, ай, вӗҫнӗ чух,
Кӑвак кӑвакарчӑн вӗҫнӗ чух
Уйрӑлатпӑр, атте-анне.

Рекрутская песня низовых чувашей

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Кӑвак кӑвакарчӑн, ай, вӗҫнӗ чух,
Кӑвак кӑвакарчӑн вӗҫнӗ чух
Уйрӑлатпӑр, атте-анне.

Кунӗсем те пулчӗҫ, ай, тӗтреллӗ,
Кунӗсем те пулчӗҫ тӗтреллӗ.
Уйрӑлатпӑр, ял-йышсем.

Эпӗр ӳссе ҫитнӗ, ай, вӑхӑтра,
Эпӗр ӳссе ҫитнӗ вӑхӑтра
Уйрӑлатпӑр, атте-анне.

Саманисем пулчӗҫ, ай, йывӑрри,
Саманисем пулчӗҫ йывӑрри.
Уйрӑлатпӑр, атте-анне.

Атте, ларт пурттуна каска ҫине,
Атте, ларт пурттуна каска ҫине,
Уйрӑлатпӑр, атте-анне.

Кас, кас тесе эсё, ай, ан кала,
Кас, кас тесе эсё ан кала.
Уйрӑлатпӑр, атте-анне.

Анне, ларт пӑттуна сӗтел ҫине,
Анне, ларт пӑттуна сӗтел ҫине,
Уйрӑлатпӑр, атте-анне.

Ҫи, ҫи, ачам, тесе, ай, ан кала,
Ҫи, ҫи, ачам, тесе ан кала.
Уйрӑлатпӑр, атте-анне.