Каять хур кайӑк картипе, ах, картипе,
Кайри — мала ан тейёр, ан тейёр,
Кайри — мала ан тейёр, ан тейёр.

Рекрутская песня низовых чувашей

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Каять хур кайӑк картипе, ах, картипе,
Кайри — мала ан тейёр, ан тейёр,
Кайри — мала ан тейёр, ан тейёр.

Эпирех кунтан кайсассӑн, ах, кайсассӑн,
Кайни паха ан тейёр, ан тейёр,
Кайни паха ан тейёр, ан тейёр.

Алӑкран тухрӑм, тайӑлтӑм, ах, тайӑлтӑм,
Аттепеле аннерен уйрӑлтӑм, уйрӑлтӑм,
Аттепеле аннерен уйрӑлтӑм, уйрӑлтӑм.

Уй хапхинчен тухрӑм, тайӑлтӑм, ах, тайӑлтӑм,
Ял-йышсенчен уйрӑлтӑм, уйрӑлтӑм,
Ял-йышсенчен уйрӑлтӑм, уйрӑлтӑм.

Утса тухрӑм, тайӑлтӑм, ах, тайӑлтӑм,
Ҫӗртен-шывран уйрӑлтӑм, уйрӑлтӑм,
Ҫӗртен-шывран уйрӑлтӑм, уйрӑлтӑм.

Атте хапхи вырӑсла, ах, вырӑсла,
Епле тухса каям-ши, каям-ши,
Епле тухса каям-ши, каям-ши?

Вӑрҫӑях хапхи — вӑй хапхи, ах, вӑй хапхи,
Епле пырса кӗрем-ши, кӗрем-ши,
Епле пырса кӗрем-ши, кӗрем-ши?