Германи ҫӗрӗнче ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра
Амантрӗҫ мана нимӗҫсем,
Амантрӗҫ мана нимӗҫсем.

Песни раненых солдат

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Германи ҫӗрӗнче ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра
Амантрӗҫ мана нимӗҫсем,
Амантрӗҫ мана нимӗҫсем.

И, юлташӑм, юлташ, ыратать суранӑм,
Ыратать суранӑм, чӑтма ҫук,
Ыратать суранӑм, чӑтма ҫук.

Пӗр суран тӳрленмен, тепри тӗвӗленет,
Вилме те вӑхӑт ҫывхарать,
Вилме те вӑхӑт ҫывхарать.

Килте ҫамрӑк арӑм тата виҫӗ ача,
Кӗтеҫҫӗ пуль вӗсем мана,
Кӗтеҫҫӗ пуль вӗсем мана.

Арӑм вӑл хӑй ҫамрӑк, хӑй валли хӑй тупӗ,
Ачамсем юлӗҫ тӑлӑха,
Ачамсем юлӗҫ тӑлӑха.

Ачамсем ҫитӗнӗҫ, амӑшӗнчен ыйтӗҫ:
«Ӑҫта пирӗн тӑван атте,
Ӑҫта пирӗн тӑван атте?»

Амӑшӗ чӗнеймӗ, куҫне те уҫаймӗ:
«Сирӗн аҫӑр вилнӗ вӑрҫӑра,
Сирӗн аҫӑр вилнӗ вӑрҫӑра».

Эй, юлташӑм, юлташ, шӑтӑка эс чавӑн,
Тарӑнрах пытар шӑммӑма,
Тарӑнрах пытар шӑммӑма.