Леш айккинче, сӑрт хӗрринче
Аманнӑ салтак выртать.
Ун кӑкрине штыкпа чикнӗ,
Юнлӑ тутӑр аллинче.
Песни раненых солдат
Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР
Леш айккинче, сӑрт хӗрринче
Аманнӑ салтак выртать.
Ун кӑкрине штыкпа чикнӗ,
Юнлӑ тутӑр аллинче.
Ун кӑкрине штыкпа чикнё,
Юнлӑ тутӑр аллинче.
Унӑн юнӗ шӑршипеле
Вӗҫрӗҫ, анчӗҫ кайӑксем.
«Ан вӗҫ, кайӑк, ан вӗҫ, кайӑк,
Вилмен вӗт-ха эп халех.
Ан вӗҫ, кайӑк, ан вӗҫ, кайӑк,
Вилмен вӗт-ха эп халех.
Манӑн аттепе аннене
Часрах кайӑр, пӗлтерӗр.
Манран юлнӑ тур лашине
Ытла йывӑр ан тийӗр.
Манран юлнӑ чун савнине
Калӑр, пит ан макӑртӑр.
Манран юлнӑ чун савнине
Калӑр, пит ан макӑртӑр,
Калӑр, пит ан макӑртӑр».
Аманнӑ салтак выртать.
Ун кӑкрине штыкпа чикнӗ,
Юнлӑ тутӑр аллинче.
Ун кӑкрине штыкпа чикнё,
Юнлӑ тутӑр аллинче.
Унӑн юнӗ шӑршипеле
Вӗҫрӗҫ, анчӗҫ кайӑксем.
«Ан вӗҫ, кайӑк, ан вӗҫ, кайӑк,
Вилмен вӗт-ха эп халех.
Ан вӗҫ, кайӑк, ан вӗҫ, кайӑк,
Вилмен вӗт-ха эп халех.
Манӑн аттепе аннене
Часрах кайӑр, пӗлтерӗр.
Манран юлнӑ тур лашине
Ытла йывӑр ан тийӗр.
Манран юлнӑ чун савнине
Калӑр, пит ан макӑртӑр.
Манран юлнӑ чун савнине
Калӑр, пит ан макӑртӑр,
Калӑр, пит ан макӑртӑр».
