Ай, тур, тур, тур, ҫук ҫын пурнӑҫ -
Хут кӗпер урлӑ каҫнӑ чух,
Кӑптӑртатса юлнӑ пек.

Лирические песни времен войны

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Ай, тур, тур, тур, ҫук ҫын пурнӑҫ -
Хут кӗпер урлӑ каҫнӑ чух,
Кӑптӑртатса юлнӑ пек.
Хут кӗпер урлӑ каҫнӑ чух,
Кӑптӑртатса юлнӑ пек.

Ай, тур, тур, тур, пуян ҫын пурнӑҫ
Тимӗр кӗпер урлӑ каҫнӑ чух,
Чӑнкӑртатса юлнӑ пек.
Тимӗр кӗпер урлӑ каҫнӑ чух,
Чӑнкӑртатса юлнӑ пек.

Ай, тур, тур, тур, ҫук ҫын пурнӑҫ -
Улача кӗпе тӑхӑнсан,чух,
Тӗрри ҫапса юлнӑ пек.
Улача кӗпе тӑхӑнсан,
Тӗрри ҫапса юлнӑ пек.

Ай, тур, тур, тур, пуян ҫын пурнӑҫ —
Хӗрлӗ кӗпе тӑхӑнсан,
Йӑлтӑртатса тӑнӑ пек.
Хӗрлӗ кӗпе тӑхӑнсан,
Йӑлтӑртатса тӑнӑ пек.