Апи хӗрӗ поличчен,
Чол моклашки полас-мен.
Чол моклашкин чонӗ ҫок,
Чон хорланать — хойхи ҫок.

Лирические песни времен войны

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Апи хӗрӗ поличчен,
Чол моклашки полас-мен.
Чол моклашкин чонӗ ҫок,
Чон хорланать — хойхи ҫок.

Атӑл шуйё хора шыв,
Шыв орл(ӑ) отма веҫолый.
Холан хошши Вӑрманкас,
Пирӗн ыр порнӑҫ порнасси.

Ай-яй, анчах, так анчах,
Сатин саппун ҫак анчах.
Ай-яй, анчах, так анчах,
Пирӗн ӗмӗр так анчах.

Тахҫан отрӑм пёр ҫолпа,
Ҫитсе тӑртӑм варрине.
Ка(я)лла пӑхрӑм - ҫол вӑрӑм,
Шохӑшларӑм — йорларӑм.

Порҫӑн тоттӑр, шор тоттӑр,
Кӗтесси хора ан тейӗр.
Ҫоллӑ ҫисе хоралман,
Куҫҫуль шӑлса хоралса.