Аслӑ улӑхра,
Аслӑ улӑхра, аслӑ улӑхра утӑ ҫулса,
Сар чечекпе симӗс курӑка сая ятӑм.

Лирические песни времен войны

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Аслӑ улӑхра,
Аслӑ улӑхра, аслӑ улӑхра утӑ ҫулса,
Сар чечекпе симӗс курӑка сая ятӑм.

Телейсӗр вӑхӑтра,
Телейсӗр вӑхӑтра, телейсӗр вӑхӑтра ҫуралса ӳссе,
Яштака пӗвӗме, хитре сӑнӑма сая ятӑм.

Ҫӗнӗ ҫӑпатапа,
Ҫӗнӗ ҫӑпатапа, ҫӗнӗ ҫӑпатапа шур нуски
Сырас тенӗччӗ, ҫӳрес тенӗччӗ пӗр виҫ ҫул.

Ҫӳреме вӑхӑчӗ,
Ҫӳреме вӑхӑчӗ, ҫӳреме вӑхӑчӗ пулмарӗ,
Вӑхӑтсӑр ҫумӑрӗ, вӑхӑтсӑр ҫумӑрӗ ҫӑвайрӗ.

Ураскас ачипе,
Ураскас ачипе, Ураскас ачипе сар ачипе
Ҫӳрес тенӗччӗ, сав(ӑ)нас тенӗччӗ пӗр виҫ ҫул.

Ҫӳреме вӑхӑчӗ,
Ҫӳреме вӑхӑчӗ, ҫӳреме вӑхӑчӗ пулмарӗ,
Вӑхӑтсӑр вӑрҫӑ, вӑхӑтсӑр вӑрҫӑ пулайрӗ.

Иртсе кайрӗ,
Иртсе кайрӗ, иртсе кайрӗ автобус,
Вӑл тиенӗ, вӑл тиенӗ автомат.

Эпир каяс,
Эпир каяс, эпир каяс каччисене
Пуҫтарса кайрӗ-ҫке, пуҫтарса кайрӗ-ҫке иртнӗ вӑрҫӑ.