Велосипед, велосипед
Такӑр ҫула юратать,
Велосипед ҫинчи ача
Сарӑ хӗре юратать.

Лирические песни времен войны

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Велосипед, велосипед
Такӑр ҫула юратать,
Велосипед ҫинчи ача
Сарӑ хӗре юратать.
Велосипед ҫинчи ача
Сарӑ хӗре юратать.

Ҫӳле ҫакрӑм, ҫӳле ҫакрӑм
Керосинка лампине,
Инҫе ӑсатрӑм, инҫе ӑсатрӑм
Юратакан савнине.
Инҫе ӑсатрӑм, инҫе ӑсатрӑм
Юратакан савнине.

Шинельне те пачӗҫ пулӗ,
Винтовкине ҫакрӗҫ пуль,
«Сыв пул, савни», — терӗҫ пуль те
Вӑрҫа кӗрсе кайрӗҫ пуль.
«Сыв пул, савни», — терӗҫ пуль те
Вӑрҫа кӗрсе кайрӗҫ пуль.

Шӑпӑр-шӑпӑр ҫумӑр ҫӑвать
Кантӑк рамисем ҫине,
Ҫавӑн пекех пульӑ ҫӑвать
Ирсӗр фашистсем ҫине.
Ҫавӑн пекех пульӑ ҫӑвать
Ирсӗр фашистсем ҫине.

Пуйӑс килет, пуйӑс килет
Чугун ҫулне ӑсатса,
Пирӗн савнисем таврӑнӗҫ
Орденсене ҫутатса.
Пирӗн савнисем таврӑнӗҫ
Орденсене ҫутатса.