Ҫуркуннепе хура вӑрман симӗс тумланать,
Ӑшӑ ҫилӗ вӗрнипеле лӑпкӑн хумханать.
Асл(ӑ) уҫланкӑ варрийӗнче куккук авӑтать,
Сарӑ хӗрӗ итле-итле, хурланса утать.

Лирические песни времен войны

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Ҫуркуннепе хура вӑрман симӗс тумланать,
Ӑшӑ ҫилӗ вӗрнипеле лӑпкӑн хумханать.
Асл(ӑ) уҫланкӑ варрийӗнче куккук авӑтать,
Сарӑ хӗрӗ итле-итле, хурланса утать.
Асл(ӑ) уҫланкӑ варрийӗнче куккук авӑтать,
Сарӑ хӗрӗ итле-итле, хурланса утать.

«Ма ҫӳретӗн эсӗ кунта, пикеҫӗм, пӗччен
Ҫӗмӗрт хӑйӗн шур ҫеҫкине ҫурнӑ вӑхӑтра?
Унӑн шурӑ чечеккине татас тетӗн-и,
Хӑв юратнӑ савнӑ тусна парнелесшӗн-и?
Унӑн шурӑ чечеккине татас тетӗн-и,
Хӑв юратнӑ савнӑ тусна парнелесшӗн-и?»

«Эп савнине ӑсатса ятӑм ҫак уҫланкӑра,
Ҫӗмӗрт хӑйӗн шур ҫеҫкине ҫурнӑ вӑхӑтра.
Вӑл ҫӗршывшӑн пуҫне хучӗ юнлӑ вӑрҫӑра,
«Куккук пулса вӗҫеп, — терӗ, — ҫак уҫланкӑна».
Вӑл ҫӗршывшӑн пуҫне хучӗ юнлӑ вӑрҫӑра,
«Куккук пулса вӗҫеп, — терӗ, — ҫак уҫланкӑна»