Апи хӗрӗ поличчен,
Чол моклашки полас-мен.
Чол моклашкин чонӗ ҫок,
Чон хорланать — хойхи ҫок.

Лирические песни времен войны

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Апи хӗрӗ поличчен,
Чол моклашки полас-мен.
Чол моклашкин чонӗ ҫок,
Чон хорланать — хойхи ҫок.

Атӑл шуйё хора шыв,
Шыв орл(ӑ) отма веҫолый.
Холан хошши Вӑрманкас,
Пирӗн ыр порнӑҫ порнасси.

Ай-яй, анчах, так анчах,
Сатин саппун ҫак анчах.
Ай-яй, анчах, так анчах,
Пирӗн ӗмӗр так анчах.

Тахҫан отрӑм пёр ҫолпа,
Ҫитсе тӑртӑм варрине.
Ка(я)лла пӑхрӑм - ҫол вӑрӑм,
Шохӑшларӑм — йорларӑм.

Порҫӑн тоттӑр, шор тоттӑр,
Кӗтесси хора ан тейӗр.
Ҫоллӑ ҫисе хоралман,
Куҫҫуль шӑлса хоралса.

Симӗс-симӗс, ай, корӑк пор,
Вьшьӑх ури айӗнче, ай, ӳснӗскер.
Тӑлӑх-турат кёлеткем пор,
Ҫич чол айёнче те, ай, ӳснӗрен.

Песни сирот

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Симӗс-симӗс, ай, корӑк пор,
Вьшьӑх ури айӗнче, ай, ӳснӗскер.
Тӑлӑх-турат кёлеткем пор,
Ҫич чол айёнче те, ай, ӳснӗрен.

Куккук тунӑ ҫӑмартине
Пӑрчӑкан пусса, ай, кӑларнӑ.
Апай тунӑ кӗлеткене
Ҫич йот пӑхса, ай, ӳстернӗ.

Посма вӗҫне шыв капланнӑ,
Уҫса яма кӗреҫе ҫок.
Ӑш савӑннӑ, ай, вӑхӑтра
Калаҫса уҫӑлма, ай, апай ҫок.

Ни ати ҫок, апи ҫок,
Ни ати ҫок, апи ҫок,
Эп кам хӗрӗ полнӑ-ши,
Эп кам хӗрӗ полнӑ-ши?

Песни сирот

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Ни ати ҫок, апи ҫок,
Ни ати ҫок, апи ҫок,
Эп кам хӗрӗ полнӑ-ши,
Эп кам хӗрӗ полнӑ-ши?

Ман пуҫӑмри шор тотри,
Ман пуҫӑмри шор тотри
Анне илсе панӑскер,
Анне илсе панӑскер.

Ман ҫийӗмри х(у)ра пиншак,
Ман ҫийӗмри х(у)ра пиншак
Атте илсе панӑскер,
Атте илсе панӑскер.

Ман урари ҫут калуш,
Ман урари ҫут калуш
Пичче илсе панӑскер,
Пичче илсе панӑскер.

Ай, тур, тур, тур, ҫук ҫын пурнӑҫ -
Хут кӗпер урлӑ каҫнӑ чух,
Кӑптӑртатса юлнӑ пек.

Лирические песни времен войны

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Ай, тур, тур, тур, ҫук ҫын пурнӑҫ -
Хут кӗпер урлӑ каҫнӑ чух,
Кӑптӑртатса юлнӑ пек.
Хут кӗпер урлӑ каҫнӑ чух,
Кӑптӑртатса юлнӑ пек.

Ай, тур, тур, тур, пуян ҫын пурнӑҫ
Тимӗр кӗпер урлӑ каҫнӑ чух,
Чӑнкӑртатса юлнӑ пек.
Тимӗр кӗпер урлӑ каҫнӑ чух,
Чӑнкӑртатса юлнӑ пек.

Ай, тур, тур, тур, ҫук ҫын пурнӑҫ -
Улача кӗпе тӑхӑнсан,чух,
Тӗрри ҫапса юлнӑ пек.
Улача кӗпе тӑхӑнсан,
Тӗрри ҫапса юлнӑ пек.

Ай, тур, тур, тур, пуян ҫын пурнӑҫ —
Хӗрлӗ кӗпе тӑхӑнсан,
Йӑлтӑртатса тӑнӑ пек.
Хӗрлӗ кӗпе тӑхӑнсан,
Йӑлтӑртатса тӑнӑ пек.