ЮРЛА, ЮРЛА, ТЕҪҪӖ МАНА
«Юрла, юрла», — теҫ(ҫӗ) мана та
«Юрла, юрла», — теҫ(ҫӗ) мана,
Юрӑ кӗнеки арчара.
Арча уҫҫи савнире,
Савни Совет Ҫарӗнче.
Лирические песни времен войны
Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР
«Юрла, юрла», — теҫ(ҫӗ) мана та
«Юрла, юрла», — теҫ(ҫӗ) мана,
Юрӑ кӗнеки арчара.
Арча уҫҫи савнире,
Савни Совет Ҫарӗнче.
Шур кулюкка вӗҫнӗ чух,
Шур кулюкка вӗҫнӗ чух
Кунӗсем уяр пулмарӗҫ.
Кунӗсем уяр пулмарӗҫ те
Ярӑнса вӗҫме пулмарӗ.
Эпир ӳссе ҫитнӗ чух,
Эпир ӳссе ҫитнӗ чух
Самани ырӑ пулмарӗ.
Самани ырӑ пулмарӗ те
Савӑнса ҫӳреме пулмарӗ.
Сар шелкӑвӑй тутӑрне,
Сар шелкӑвӑй тутӑрне
Илме укҫи ҫитмерӗ.
Илме укҫи ҫитетчӗ те
Хам хаклашма пӗлмерӗм.
Чунӑм савнӑ ачине,
Чунӑм савнӑ ачине
Кайма вӑхӑчӗ ҫитмерӗ.
Кайма вӑхӑчӗ ҫитетчӗ те
Савни вӑрҫӑран килмерӗ.
Кӗтӗп, савни, кӗтӗп, савни,
Кӗтӗп, савни, кӗтӗп, савни,
Ик хура куҫ хуп(ӑ)ниччен.
Военкомат сӗтел(ӗ) ҫине
Вилнӗ ҫыру киличчен.
Саваласа хунӑ сар хӑмине,
Саваласа хунӑ сар хӑмине
Ывӑс туса пулмарӗ.
Савса ӳснӗ ачине те
Мӑшӑр туса пулмарӗ.
Лутка хӑми сарӑ хӑма,
Лутка хӑми сарӑ хӑма
Юхса кайрӗ шыва май.
Савӑнса пур(ӑ)нас ҫамрӑк ӗмӗр
Иртсе кайрӗ хӑйне май.
«Юрла, юрла», — теҫ(ҫӗ) мана,
Юрӑ кӗнеки арчара.
Арча уҫҫи савнире,
Савни Совет Ҫарӗнче.
Шур кулюкка вӗҫнӗ чух,
Шур кулюкка вӗҫнӗ чух
Кунӗсем уяр пулмарӗҫ.
Кунӗсем уяр пулмарӗҫ те
Ярӑнса вӗҫме пулмарӗ.
Эпир ӳссе ҫитнӗ чух,
Эпир ӳссе ҫитнӗ чух
Самани ырӑ пулмарӗ.
Самани ырӑ пулмарӗ те
Савӑнса ҫӳреме пулмарӗ.
Сар шелкӑвӑй тутӑрне,
Сар шелкӑвӑй тутӑрне
Илме укҫи ҫитмерӗ.
Илме укҫи ҫитетчӗ те
Хам хаклашма пӗлмерӗм.
Чунӑм савнӑ ачине,
Чунӑм савнӑ ачине
Кайма вӑхӑчӗ ҫитмерӗ.
Кайма вӑхӑчӗ ҫитетчӗ те
Савни вӑрҫӑран килмерӗ.
Кӗтӗп, савни, кӗтӗп, савни,
Кӗтӗп, савни, кӗтӗп, савни,
Ик хура куҫ хуп(ӑ)ниччен.
Военкомат сӗтел(ӗ) ҫине
Вилнӗ ҫыру киличчен.
Саваласа хунӑ сар хӑмине,
Саваласа хунӑ сар хӑмине
Ывӑс туса пулмарӗ.
Савса ӳснӗ ачине те
Мӑшӑр туса пулмарӗ.
Лутка хӑми сарӑ хӑма,
Лутка хӑми сарӑ хӑма
Юхса кайрӗ шыва май.
Савӑнса пур(ӑ)нас ҫамрӑк ӗмӗр
Иртсе кайрӗ хӑйне май.
