Куккуклатса куккук кӗтӗв(ӗ)
Вӑрман урлӑ каҫса ка(я)ть.
Айяйлатса хурланса та
Ҫамрӑк ӗмӗр иртсе ка(я)ть.

Лирические песни времен войны

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Куккуклатса куккук кӗтӗв(ӗ)
Вӑрман урлӑ каҫса ка(я)ть.
Айяйлатса хурланса та
Ҫамрӑк ӗмӗр иртсе ка(я)ть.

Тенкӗллӗх тенкисем хушшинче те
Пӗр ҫирӗм пус тенки пур.
Пур юлташсем хушшинче те
Телейсӗрри эпӗ пур.

Ҫил-ҫил ҫырма ҫич(ӗ) кокӑрта,
Ҫич(ӗ) кокӑрта хура ҫырла.
Хура ҫырлана хурт ҫирӗ те
Ман телее йыт(ӑ) ҫирӗ.

Эп кӗмӗттӗм шыв ҫине те —
Лодка шывра, мӗн тӑвас?
Эп курмӑттӑм нуштине те
Турри ҫырчӗ, мӗн тӑвас.

Атӑл урлӑ каҫнӑ чух та
Атӑл урлӑ каҫнӑ чух, каҫнӑ чух
Калуш кайрӗ Атӑла, Атӑла.

Лирические песни времен войны

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Атӑл урлӑ каҫнӑ чух та
Атӑл урлӑ каҫнӑ чух, каҫнӑ чух
Калуш кайрӗ Атӑла, Атӑла.

Калуш хакӗ хаклӑ мар та
Калуш хакӗ хаклӑ мар, хаклӑ мар,
Ҫут ҫанталӑк пит хаклӑ, пит хаклӑ.

Кантӑр ӳссе ҫитмерӗ те
Кантӑр ӳссе ҫитмерӗ, ҫитмерӗ,
Пуси пусса ҫитерчӗ, ҫитерчӗ.

Пӗвӗм ӳссе ҫитмерӗ те
Пӗвӗм ӳссе ҫитмерӗ, ҫитмерӗ,
Хуйӑх пусса ҫитерчӗ, ҫитерчӗ.

Хура вӑрман леш енне те
Хура вӑрман леш енне, леш енне
Юр та ҫуман пулмалла, пулмалла.

Пирӗн аннен ачисемшӗн те
Пирӗн аннен ачисемшӗн, ачисемшӗн
Телей пулман пулмалла, пулмалла.

Аслӑ улӑхра,
Аслӑ улӑхра, аслӑ улӑхра утӑ ҫулса,
Сар чечекпе симӗс курӑка сая ятӑм.

Лирические песни времен войны

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Аслӑ улӑхра,
Аслӑ улӑхра, аслӑ улӑхра утӑ ҫулса,
Сар чечекпе симӗс курӑка сая ятӑм.

Телейсӗр вӑхӑтра,
Телейсӗр вӑхӑтра, телейсӗр вӑхӑтра ҫуралса ӳссе,
Яштака пӗвӗме, хитре сӑнӑма сая ятӑм.

Ҫӗнӗ ҫӑпатапа,
Ҫӗнӗ ҫӑпатапа, ҫӗнӗ ҫӑпатапа шур нуски
Сырас тенӗччӗ, ҫӳрес тенӗччӗ пӗр виҫ ҫул.

Ҫӳреме вӑхӑчӗ,
Ҫӳреме вӑхӑчӗ, ҫӳреме вӑхӑчӗ пулмарӗ,
Вӑхӑтсӑр ҫумӑрӗ, вӑхӑтсӑр ҫумӑрӗ ҫӑвайрӗ.

Ураскас ачипе,
Ураскас ачипе, Ураскас ачипе сар ачипе
Ҫӳрес тенӗччӗ, сав(ӑ)нас тенӗччӗ пӗр виҫ ҫул.

Ҫӳреме вӑхӑчӗ,
Ҫӳреме вӑхӑчӗ, ҫӳреме вӑхӑчӗ пулмарӗ,
Вӑхӑтсӑр вӑрҫӑ, вӑхӑтсӑр вӑрҫӑ пулайрӗ.

Иртсе кайрӗ,
Иртсе кайрӗ, иртсе кайрӗ автобус,
Вӑл тиенӗ, вӑл тиенӗ автомат.

Эпир каяс,
Эпир каяс, эпир каяс каччисене
Пуҫтарса кайрӗ-ҫке, пуҫтарса кайрӗ-ҫке иртнӗ вӑрҫӑ.

Велосипед, велосипед
Такӑр ҫула юратать,
Велосипед ҫинчи ача
Сарӑ хӗре юратать.

Лирические песни времен войны

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Велосипед, велосипед
Такӑр ҫула юратать,
Велосипед ҫинчи ача
Сарӑ хӗре юратать.
Велосипед ҫинчи ача
Сарӑ хӗре юратать.

Ҫӳле ҫакрӑм, ҫӳле ҫакрӑм
Керосинка лампине,
Инҫе ӑсатрӑм, инҫе ӑсатрӑм
Юратакан савнине.
Инҫе ӑсатрӑм, инҫе ӑсатрӑм
Юратакан савнине.

Шинельне те пачӗҫ пулӗ,
Винтовкине ҫакрӗҫ пуль,
«Сыв пул, савни», — терӗҫ пуль те
Вӑрҫа кӗрсе кайрӗҫ пуль.
«Сыв пул, савни», — терӗҫ пуль те
Вӑрҫа кӗрсе кайрӗҫ пуль.

Шӑпӑр-шӑпӑр ҫумӑр ҫӑвать
Кантӑк рамисем ҫине,
Ҫавӑн пекех пульӑ ҫӑвать
Ирсӗр фашистсем ҫине.
Ҫавӑн пекех пульӑ ҫӑвать
Ирсӗр фашистсем ҫине.

Пуйӑс килет, пуйӑс килет
Чугун ҫулне ӑсатса,
Пирӗн савнисем таврӑнӗҫ
Орденсене ҫутатса.
Пирӗн савнисем таврӑнӗҫ
Орденсене ҫутатса.